Атăлçири çамрăксем хакатона пухăнчĕç

20
Published on 4 Jul 2022, 16:23
Раççейри ĕç мухтавĕн хулисен «Çĕнтерӳ чиккисем» форумпа килĕшӳллĕн Атăлçири çамрăксем Шупашкара хакатона пухăнчĕç. Пленарлă сесси, панель дискусси тата ытти çĕнĕлĕх кĕтрĕ яш-кĕрĕме. Чи пахи – вĕсем республикăн ертӳлĕх командипе куçа-куçăн тĕл пулса пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явма пултарчĕç. Икĕ кун пынă хакатона пирĕн пулталулăх ушкăнĕ те çитсе курчĕ. Ĕç çыннин чысĕ, сумĕ. Предприятисенче вăй хуракан яш-кĕрĕме хавхалантарасси, ăнăçлăх вăрттăнлăхĕ тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç Шупашкарти Мускав çыранĕ хĕррине пухăннă çамрăксем. Хакатон йĕркелӳçисем вĕсем валли тренингсем, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Мончегорскран пуçласа Магадан таранах – ĕç мухтавĕн 44 хулинчен килнĕ çамрăксем патриотла воспитани парасси, çĕршыв малашлăхĕ тата ытти енĕпе кăсăклă ыйту пачĕç. Чи пĕлтерĕшли вара – «пĕр тан ларса калаçни» форматпа иртнĕ тĕл пулу терĕç вĕсем. Унта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин элчи Алексей Ладыков тата ытти хăну хутшăнчĕç. ДЕНИС СПИРИН: «Эпир паян ESG программăпа килĕшӳллĕн – ку экологи тата социаллă яваплăх та – влаç администрацийĕпе производитель хушшинче ĕçе çирĕплететпĕр. Пире паян погрузчик, элеткротяга валли трактор парнелерĕç. Ку техника экологие сиен кӳмест. Вĕсене йалтах Чăваш Енре пуçтарнă. Ун пеккисем тĕнчере урăх çук». Ĕç мухтавĕн хулисенчен килнĕ ертӳлĕх ушкăнĕсене те хакатон килĕшнĕ. Малашне вĕсем Чăваш Енпе, Шупашкарпа тачă çыхăнса ĕçлес шухăшлă. АЛЕКСЕЙ СТАРУХИН: «Малашне манăн хамăн та кунта канма килес шухăш пур. Чăваш Ен питĕ килĕшрĕ, уйрăмах çыран хĕрринче иртни кăмăла кайрĕ. Эпĕ хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлетĕп. Çавăнпа та сирĕн хулапа ку енĕпе тачă ĕçлес кăмăл çуралчĕ». ИРИНА СТРАННИКОВА: «Воспитани, çамрăксен политикин ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Форума йĕркелекенсене чунтан тав тăватăп. Пире уйрăмах Шупашкарти урамсене паттăрсен ячĕсене пани, вĕсем пирки шкулта вĕренекенсене ăнлантарни питĕ усăллă тесе шухăшлатăп. Малашне, тен, телекĕпер йĕркелеме пулĕ». Хакатона хутшăнакансем Чăваш Енри промышленность предприятисене те çитсе курчĕç. Унта вĕсене производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Регина Кубайкина, Игорь Зверев
newslifegamesmoviesfunautotechmusicsportfoodmoneybuildhuntfarmeducationhealthhandmadekids